Сыватмăшсем çĕнĕлеççĕ

Опубликовано
03.08.2022
14:39

Юлашки çулсенче сывлăха сыхлас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Ене кăçал 4 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Çитес çул та ку тытăма патшалăх самай пулăшĕ. Çакă сыватмăшсене çĕнетме май парать. Республикăри пур районта та мобильлĕ комплекс пур. Вăл ялсене çитсе çынсен сывлăхне тĕрĕслеме май парать. Поликлиникăсем те çĕнелеççĕ. Нумай ыйтăва хускатрĕ паян республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан.

 Фельдшерпа акушер пункчĕсен сăн-сăпачĕ улшăнсах пырать. Вĕсене тĕпрен юсаççĕ, çĕннисене çĕклеççĕ. Халиччен сиплев çурчĕ пулман ялсенче те тăваççĕ вĕсене. Пĕлтĕр çеç 5 ялта çĕнĕ ФАП уçнă. Фельдшерпа акушер пункчĕсенче пуринче те интернет пур. Çак вара электронлă карточкăпа ĕçлеме, районти е республикăри тухтăрсемпе çыхăнăва тухса канашлама май парать. Чăваш Енре усал шыçăпа кĕрешекен 3 амбулатори центрĕ ĕçлет. Кĕçех вăл Çĕмĕрлере те уçăлмалла.

Центрсем пулни рак чирне малтанхи тапхăрта палăртса сиплеме май парать. Кăçал Канаш районĕнче нумай профильлĕ поликлиника çĕклеме пуçлаççĕ. Çавăн пекех халĕ 2024-мĕш çулта Муркаш районĕнче тума пуçламалли поликлиника проектне хатĕрлеççĕ. 2025-мĕш çулччен республикăра малтанхи пулăшу кӳрекен 77 объект хăпартма, поликлиникăсен 100 уйрăмне юсама палăртаççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев регионта сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ вăй илсе пынипе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех ертӳçĕ кадр ыйтăвне те куçран вĕçертмелле маррине каларĕ.

Алина Сусметова, Бахтияр Велиев