Хӗрлӗ Чутайра тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ача-пӑча ӳнер шкулӗ уҫӑлчӗ

Опубликовано
05.10.2020
10:08

Ӑна ҫӗнетмешкӗн Раҫҫей тата Чӑваш Ен хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Ҫак пулӑма район халӑхӗ чылай ҫул кӗтнӗ. Кунта халь тинех ачасене тӗрлӗ енлӗ аталанма май паракан чӑн-чӑн хӑтлӑ шкул уҫӑлчӗ. Историе илсен, Хӗрлӗ Чутайри ӳнер шкулӗ 1962-мӗш ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан унта ачасене музыкӑна вӗрентнӗ. 96-мӗш ҫулта тӗрлӗ енлӗ пӗлӳ пама пуҫланӑ. Халӗ искусство шкулӗн хӑйӗн уйрӑм ҫурт. Малтан кунта ача сачӗ пулнӑ. Анчах та юлашки ҫулсенче вӑл усӑсӑр юхӑнса ларнӑ. Кӑҫал ӑна "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫурт сӑн-сӑпатне палламалла мар улӑштарнӑ. Чи пахи - ачасене тӗрлӗ пултарулӑхра аталанмашкӑн кирлӗ майсем тунӑ. 

 

Алексей Енейкин, Алена Алексеева, Евгений Романов

ГТРК "Чувашия"